Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗҫен Типнер

Кӗҫӗн Типнер

Кӗҫӗн Типнере ҫынсем Типнертен куҫнӑ. Малтан Ҫӳсел ҫырми хӗрне икӗ пӳрт лартнӑ. Унтан шыв начарланнӑ та шыв хӗрнелле, Чашкӑ ҫырми хӗрне, лартнӑ. Унта 5 пӳрт лартнӑ. Пӗри – Дверинкӑран каҫнӑ Михедер ятлӑ пуян ҫын. Ӑна вӑрӑсем пырса: «Укҫу ӑҫта, кала!» – тесе кутне уҫса хӑйӑпа ҫунтарнӑ теҫҫӗ. Вара вӑл Чолкассине куҫнӑ. Ыттисем Хыркассине куҫнӑ. Унччен Типнер ялӗ Чаракасси выселки пулнӑ. Чаракассине пӗр улпут тарса пынӑ. Ҫав Акулов улпут 1795 ҫулта чиркӳ лартнӑ йывӑҫран. Вара ун ячӗпе село Акулево тенӗ. 1822 ҫулта Шемшерте тепӗр улпут чиркӳ лартнӑ, Иоон Полиевктов. Вара Типнерти чиркӗве пӗтернӗ. Типнере Старое Акулево тенӗ. Шемшере каҫнисене Новое Акулево тенӗ. Кӗҫӗн Типнере Малое Акулево, анчах чиркӳ куҫсан Старое Акулево тесе калама пуҫланӑ. Чиркӳ куҫсан Типнертен вырӑссем куҫнӑ: Скворцовсем, Шестпаловсем.
Типнере чиркӳ лартсан пуп валли ҫӗр касмалла пулнӑ, 36 теҫеттин Типнерпе Челкасси хушшинче каснӑ, тепӗр 12 теҫеттин Дверинка ҫумне каснӑ.

2006 ҫ. ЧР Шупашкар р-чи Типнерти
В.Д. Степанова вӗренекенӗсем ҫырса илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 08:52:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1751 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем